Заочнăй çул çÿревĕ

Апрелĕн 25-мĕшĕнче 3-мĕш класс ачисем Борис Борлен «300 паркра» кĕнеки тăрăх заочнăй çул çÿревĕ турĕç. Нина Грунина арăслан çинчен каласа пачĕ, Люба Коробенкова зебра çинчен, Юля Сетяева кашкăр çинчен, Андрей Зотов пони çинчен, Артем Сетяев жираф çинчен, Максим Чапурин варапăши çинчен каласа пачĕ. Ачасем чĕр-чунсем ÿкерчĕкĕсене илсе килчĕç, вĕсем çинчен сăвă каласа пачĕç.
5-мĕш класра вара уçă урок иртрĕ. Унăн теми: «Çуркунне».