В мире чувашской сказки.

Апрелĕн 26-мĕшĕнче Кувакино шкулĕнчи ачасем хăйсем вуланă юмахсем тăрăх ÿкернĕ иллюстрацисене илсе килчĕç. Питĕ нумай юмах вуланă вĕсем: «Сар чечек», «Пĕчĕк сĕтель»,  «Тилĕпе  кашкăр», «Тилĕ тата ула такка», «Чее таккасем», «Тискер кайăк патши» тата ыттисем те. Ÿкерчĕксен высиавка хатерлерĕмĕр. Ăна «В мире чувашской сказки» тесе ят патăмăр. Чи лайăх ÿкерчĕк 7-мĕш класра вĕренекен Дёмина Таня ÿкерчĕкĕ, иккĕмĕш вырăнта Мингалева Нина тата фатькина Оксана (7 класс), виççĕмĕш вырăнта 6-мĕш класри Пахомова Аня  ĕçĕ.